Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсенчен чылайăшĕ уроксем хыççăн спортзала васкать: ирĕклĕ кĕрешекенсен тата кире пуканĕ йăтакансен секцийĕсене çÿреççĕ вĕсем . Ку секцисене йĕркелесе яни темиçе çул ĕнтĕ. В.В.Анюровпа А.В.Алексеев тренерсем тăрăшнипе çамрăк спортсменсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем район тата республика шайĕнче пулни ашшĕ- амăшне те, ял халăхне те савăнтарать.
«Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн!» акцие хутшăнса , акă, çак кунсенче ялти çамрăксем , спорта юратакан выпускниксем - А.В.Чернов, В.А. Чиркин тата А.А.Чиркин, А.П. Анюров тата В.П. Анюров, Е.Ю. Чиркин , М.Г.Мишин, А.М.Шакмаев, А.П.Казачков, Ю.А.Гусаров, А.Н.Давыдов, А.В.Платонов, О.А.Лаврентьев шкула вĕр-çĕнĕ штанга парнелерĕç. Çывăх вăхăтрах тата волейболистсемпе футболистсем валли те формăсем пуласса шантарчĕç.
Чи кирли вăл пирĕншĕн пуриншĕн те – сывлăх. Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмалла. Ачасем аталанччăр, çирĕп сывлăхлă çитĕнччĕр, Сăкăт ятне çÿлте тытчăр – акă спонсорсен ырă шухăш-тĕллевĕ.
Тăван шкула манманшăн, ун малашлăхĕшĕн тăрăшса пархатарлă ĕç тунăшăн выпускниксене пысăк тав !