Теннис- тăхтавра, теннис - уроксем хыççăн

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем - ытларах арçын ачасем  -  тăхтав вăхăтĕнче те , уроксем хыççăн та  теннисла выляма кăмăллаççĕ. Аслă классенче вĕренекенсен аллисенче ракеткăсем  выляса кăна тăраççĕ!  Кĕçĕнреххисем те вĕсенчен юласшăн мар, корт тавра явăнаççĕ, вырăн пушанасса кĕтеççĕ.

Ку спорт вăййине выляма тимлĕх те, вăр-варлăхпа çаврăнăçулăх та кирлĕ тесе шутлаççĕ йĕкĕтсем.