Сывлăх утравĕсем тăрăх çул çÿреве

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем хутран кимĕсем ăсталарĕç те Сывлăх утравĕсем тăрăх çул çÿреве тухса кайрĕç.

Çул ертÿçи - ачасене право тата обществознани предметсене вĕрентекен Пирогов А.Н. , çÿревçисем - çиччĕмĕшсем. Кашни утравăн хăйĕн ячĕ, хăйĕн йĕрки пур . Вĕсем кашниех сывлăхпа çыхăннă. Ÿт-пÿ тасалăхĕ, кун йĕрки, сиенлĕ хăнăхусем тата ытти ыйтусемпе тĕл пулчĕç Сăкăт шкулĕн ачисем... Çул çÿрев интереслĕ пулчĕ, ăна тата малалла тăсас килчĕ. Шел пулин те, урок вĕçленнĕ тĕле тĕрлĕ тĕслĕ асамлă  кимĕсем каялла шкул умне çитсе чарăнчĕç.

 

Фоторепортаж