- Шывран, вутран вăйли çук,- теççĕ ваттисем çамрăккисене вĕрентсе. Мĕншĕн çавăн пек каланă-ши? - çапла ыйту пачĕ класс ертÿçи Тинюкова А.П. пиллĕкмĕшсене класс сехетĕнче калаçу мĕн çинчен пуласса систерсе.
Хуравĕсем тĕрĕсех пулчĕç:
- Вутран хăрушши çук.
- Пушар тухать - нимĕн те юлмасть!
- Кĕл çеç тăрса юлать!
- Шыв та хăрушă. Вăл та веçех аркатать, кил-çурта, япаласене юрăхсăра кăларать...
Сăмах-юмах мĕн пирки пуласса ачасем тÿрех тавçăрса илчĕç: шыв-шур тапраннă вăхăтра тимлĕхпе асăрханулăх пирки нумай калаçатпăр-çке-ха.
Кашни çуркуннех çырмасемпе пĕвесене шыв капланса анать, эпир çÿрекен çула пÿлет. Хăш-пĕр ачасем пуçтахланма е мухтанма пăхаççĕ, чарусăррисем çÿхелсе юлнă пăр çине кĕрсе каяççĕ те, инкек сиксе те тухать. Вăйлă шыв юххи те илсе кайма пултарать. Путса вилнĕ тĕслĕхсем сахал-им тата?
Калаçу вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ туса хăварчĕç:
Алхасать çурхи шыв-шур.
Асăрхан! Инкек ан кур!
Ан çывхар çыран хĕрне!
Ан кĕр çутă пăр çине!
Аслисем каланине
Картса хур çамку çине!