Кăмăл турам - пĕр турам

 Статистика кăтартнă тăрăх, юлашки çулсенче чирлĕ çуралакан ачасен шучĕ ÿссех пырать. Мĕн чухлĕ ача ашшĕ-амăшĕсĕр - тăлăх ÿсет т.ыт.те.
    Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕ "Ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх фондне кашни çулах хутшăнать. Çак ыр кăмăллăх акцине пуçарса яракансен ĕçне ырлать, нумай мар пулин те, абонент ещĕкне укçа хывать. Ан тив, кăмăл турам тени пĕр турам кăна пултăр, вăл кама та пулин пулăш пултăр. 
                                    
                   Пĕр тумламĕ эс пулсан,
                     Иккĕмĕшĕ эп пулам - 
                     Кÿлĕ пулма пулăшам,
                     Ырă ĕçе явăçам!