Çул çинчи йĕркене пăхăнни - хăвна ху инкекрен сыхлани



     Урамра - çуркунне!  Илĕртет ачасене. Юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех велосипедсем тухаççĕ аслă çул çинех.
Вĕç çил пек яка çул тăрăх! Çамрăка мĕн кирлĕ урăх?
     Ачасене çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине хăнăхтарас тата инкек-синкекрен сыхланма вĕрентес тĕллевпе Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче класс ертÿçисем ачасемпе пĕрле çуран тата велосипедпа çÿрекенсен çул-йĕр правилисене пăхса тухрĕç, классенче инструктаж ирттерчĕç.