- Малта та мар, кайра та мар - улттăмĕш вырăнта пирĕн хĕрсем, - тет физкультура учителĕ Анюров В.В. - Кашни кашăках салма лекмест теççĕ. 12 команда хушшинче паян улттăмĕш, ыран, тен, виççĕмĕш, иккĕмĕш е пĕрремĕш те пулма пултарĕ. Çине тăрсах хатĕрленсен çитĕнÿсем пулаççех.Спорт вăйлисене юратать.
Малта та мар, кайра та мар - улттăмĕш
Çак кунсенче Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекен хĕрсемпе каччăсем районти волейбол ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç.