Вожатăйсем ăмăртрĕç

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче  чăн-чăн уяв пулса иртрĕ. Районти вожатăйсен конкурсĕн иккĕмĕш турне ирттерме тăхăр шкултан пуçтарăнчĕç кунта .

Уяв "Эпĕ - вожатăй" ятпа иртрĕ. Конкурсантсем   сцена çинче ăмăртрĕç.

Тем тĕрлĕ ăсталăха та пултараççĕ пирĕн вожатăйсем: юрларĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç, вылярĕç - хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Залри халăха та, жюри членĕсене те тĕк ларма памарĕç - тĕрлĕ вăйăсемпе савăнтарчĕç.

Сăкăт шкулĕн вожатăйĕ Муллина Галина Ивановна çак конкурсра иккĕмĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. Ăна пулăшакан шкул ачисемпе ĕçтешĕсем те тăрăшрĕç, сцена çинче хăйсене чăн-чăн  артистсем пекех тытрĕç.

 

Фоторепортаж