Пирĕн класс ертÿçисем - çĕнтерÿçĕсем

 Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕрентекенсем районти чи маттур класс ертÿçисен конкурсне хутшăнчĕç. Хутшăнчĕç кăна-и, çĕнтерÿпе таврăнчĕç!  

Ёлкина Тамара Ф́ёдоровнăпа ( 8б класс ертÿçи ) Ахмадеева Фердания Шайхулловна (11 класс ертÿçи) иккĕмĕш тура тухса хăйсен программисене хÿтĕлерĕç,  пултарулăхĕсемпе паллаштарчĕç, пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç.

Шкулти ытти учительсемпе ачасем вара сцена çине тухса çак маттур класс ертуçисемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕç. Халĕ вара ăмăрту малалла пырать, Тамара Ф́ёдоровнăпа Фердания Шайхулловна республика шайне тухса хăйсен вăйĕсене виçĕç.

Эпир вĕсене саламлатпăр тата пысăк ăнăçу, çитĕнÿсем сунатпăр! 

 

Фоторепортаж