"Пурнăç - чи хакли" тавлашу урокĕ

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн вуннăмĕш класĕнче вĕренекенсем тавлашу-уроксене килĕштереççĕ. Тăван литература урокĕнче (вĕрентекенĕ Анюрова Е.В.), акă, Сергей Ялавинăн "Çул çинче" калавĕпе паллашрĕç те, сочинени çырма хатĕрленнĕ май, "Пурнăç - чи хакли" тавлашу урокĕ ирттерчĕç.
"Усалпа мĕнле кĕрешмелле? Çамрăк хĕр хăй çине алă хурса тĕрĕс турĕ-и?" - тĕп вырăна çак ыйтусене кăларса тăратрĕ учительница. Хĕрсемпе каччăсен хуравĕсем, шухăшĕсем тĕрлĕрен пулчĕç паллах. Тĕп сăнара Ульккаçа пĕрисем хурларĕç те ятларĕç, теприсем , чăваш хĕрĕн чысĕ пирки шухăшласа, ун хутне кĕчĕç. Усал та киревсĕр ĕç тăвакан хура чунлă çынсене тăрă шыв çине кăларасси, явап тыттарасси пирки чĕнсе калакансем те тупăнчĕç. Юлашкинчен вара çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç вуннăмĕшсем: "Пурăнан пурнăçра кирек кампа та темле инкек-синкек те, чăтма çук хуйхă та сиксе тухма пултарать. Парăнмалла мар, йывăрлăха çĕнтерме вĕренмелле. Усала хирĕç кĕрешмелле - пирĕн пурнăçа ан варалатăр вăл, телейлĕ пулма ан чăрмантартăр. Пурнăç - чи хакли. Пурнăç вăл - пĕрре, ăна упрамалла".