" Упра сывлăхна - пулăш хăвна!"

Пуш уйăхĕн 23 -мĕшĕнче уроксем хыççăн Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче 7-8 классенче вĕренекенсем хушшинче " Упра сывлăхна - пулăш хăвна!" уяв-ăмăрту пулса иртрĕ. "Микстура"(7класс), "Пилюля"(8а класс), "Таблетки"(8б класс) командăсем тĕрлĕ конкурссенче вăй виçрĕç: "Акробатикăпа ташă композицийĕ" , "Спорт комментаторĕ", "Сăмахсăрах ăнлантар", "Каларăша шыраса туп", "Алăсемпе урасем - сас паллисем"...
Юлашкинчен капитансем сăмах илчĕç. Вĕсем сывлăхшăн сиенлĕ хăнăхусене, киревсĕр йăла- йĕркене питлерĕç, эрех-сăра тата пирус таврашне сивлерĕç. Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмаллине, тĕрĕс тата вăхăтлă апатланмаллине, кун йĕркине çирĕп пăхăнмаллине палăртса хăварчĕç. " Хăвăн сывлăхна хăвăнах упрамалла, хăвна ху пулăшмалла!"- терĕç пурте харăс.
Жюри командăсен ĕçĕсене пысăк хак пачĕ, 8б класс командине "Çĕнтерÿçĕ" тесе палăртрĕ. 8а тата 7 классен командисем 2 тата 3 вырăнсене тивĕçрĕç.