Шкула тухтăр килчĕ

Уроксем хыççăн Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 5-11 класĕсенче вĕренекен хĕр ачасем  зала пуçтарăнчĕç.

Сăлтавĕ тупăнчĕ: шкула тухтăр килнĕ. Елена Федоровна Воробьева медсестрапа тĕл пулчĕç хĕрсем. 

Елена Федоровна  çамрăк организмра çитĕнсе пынă май пулса иртекен улшăнусем пирки ăнлантарчĕ, ытларах гигиена ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Унтан пурте пĕрле "Когда взрослеют девочки..." видеофильм пăхрĕç, ăна сÿтсе яврĕç.

Тĕл пулу усăллă иртрĕ.