Тинюков Ю.К. кубокĕшĕн - хоккейла

Пуш уйăхĕн 4-мĕш кунĕнче  кăнтăрла Сăкăтра хоккей юратакансем çутă пăр çине пуçтарăнчĕç. "Барс", "Стрела", "Атланты"("Школьники") хоккей командисем хушшинче Тинюков Юрий Константинович учитель кубокĕшĕн хĕрÿ ăмăрту пулса иртрĕ.

   Чи малтанах Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ  Толстов С.И., ял совечĕн депутачĕсем Глухов В.И., Тинюков Н.И., шкул директорĕ Падусев А.В., çывăх юлташĕ Горбунов В.А., мăшăрĕ Тинюкова Н.К.  Юрий Константиновичăн ырă сăнарне, пархатарлă ĕçне-хĕлне аса илчĕç, спортсменсене хоккей сезонне ăнаçлă вĕçлеме сунчĕç.

   Вăйă, чăнахах та, çÿллĕ шайра иртрĕ. Хĕрÿ ăмăртура "Стрела" команда вăйлăрах пулни палăрчĕ. Куçса çÿрекен кубока Ю.Тинюковăн ашшĕ К.П.Тинюков учитель-пенсионер  пурне те тав сăмахĕ каласа тепĕр хĕллеччен çак ушкăнри  хоккеистсене шанса пачĕ.Толстов С.И. çамрăксене грамотăсем парса чысларĕ. П.Н.Никифоров, В.И.Глухов, Падусев А.В., Тинюков Н.И., Елагин П.В. спонсорсем те хоккеистсене саламларĕç, тав сăмахĕ каларĕç, çитĕнÿсем сунчĕç. 

                                                

Фоторепортаж