Сывлăх - чи хаклă пуянлăх

И мĕн пуян , тăванăм,
Сывлăх пуян.
Сывлăх çул памасăр 
Ăçта каян?
 Митта Ваçлейĕ.

"Сывлăх - чи хаклă пуянлăх", "Сывлăха укçа парса илме çук", "Сывлăх пурлăхран хаклăрах," - çапла каланă пирĕн ваттисем, мăн асатте-асаннесем. Чир-чĕр çулăхасси питĕ час, анчах кайран унран епле хăтăлас та тасалас?
Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче 3 класра вĕренекенсем паян районти тĕп больницăра - поликлиникăра пулчĕç. Н.Н. Анюрова медсестрапа, Н.А.Чиркина класс ертÿçипе тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хĕр ачасемпе арçын ачасем тĕрлĕ кабинетсене кĕре-кĕре хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттерчĕç, тухтарсен канашĕсене итлерĕç. Сывлăха мĕншĕн пĕчĕкрен упрамаллине ачасем питĕ лайăх ăнланаççĕ, мĕншĕн тесен сывлăх çинчен вĕсемпе килте те, шкулта та час-часах калаçусем иртеççĕ.