Кĕçĕн классенче КВНсем иртрĕç

1 тата 3 классенче вĕренекенсем ăмартусене питĕ килĕштереççĕ. Класс сехечĕсене ирттернĕ чухне те пĕр-пĕринпе ăмартса тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ. Икĕ класĕ те, акă, тавçăруллисемпе пултаруллисен клубĕнче тупăшрĕ.1 класс ачисем валли класс ертÿçи Ильина В.Н.интереслĕ конкурссем хатĕрлерĕ. "Хĕвел ачисемпе" "Лĕпĕшсен" командисем пĕр пек балл пуçтарчĕç. Виççĕмĕшсем вара КВН мĕн иккенне аванах ăнланаçсĕ, вожатăйсем пулăшнипе хăйсемех йĕркелеме пултараççĕ. Чиркина Н.А. вĕрентекенпе канашлаççĕ те сценарине туса та хураççĕ. Хальхинче вĕсем "Сăпайлăх", "Хаваслă викторина", "Шăппи-шăп!", "Юмах тĕнчи", "Артистсен керменĕ", "Кам кама?", "Пĕлÿçĕ" станцисенче пулса курчĕç, кăмăлтан савăнчĕç. 

Фоторепортаж