Уяв ячĕпе саламласа

        Часах уяв - аннесен, асаннесен-кукамайсен, инкесемпе аппасен. йамăксен... Çав ятпа Сăкăтри культура çуртĕнче пысăк концерт пулчĕ. Сцена çинче савăнтараканнисем вара тĕрлĕ çулхи артистсем пулчĕç. "Çăлкуç" ача сачĕн чипер те маттур ачисем куракансене юррисемпе-ташшисемпе чунтанах савăнтарчĕç.Таймукова Карина, Макаров Николай, Убасева Карина, Широкина Рена шкул ачисем тата Ирина Мердина, Александр Калькин, Любăпа Борис Ивановсем, Людăпа Вячеслав Нртинсем юрланă юрăсем те питĕ килĕшрĕç куракансене. Культура çурчĕн ĕçченĕсемпе пĕрле ял çамрăкĕсем йĕркеленĕ фольклор ушкăнне тăвăллăн алă çупсах йышăнчĕ халăх. Уява вĕçлекенсем Кузнецова В.Ф. ертсе пыракан Пуканесен театрĕн артисчĕсем пулчĕç. Мĕнле кăна чĕр чун тухмарĕ пуль сцена çине! Пуканисене вылятаканнисем - кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекен, ача садне çÿрекен ачасем сасăсемпе те питĕ ăста вылярĕç. Мартăн 8 -мĕш кунне халалланă концерт пурне те килĕшрĕ.