Чăн-чăн пуç ватмăш

         Тĕлĕнмелле вăйă вăл - шашка. Çак пуç ватмăш вăййа Сăкăт шкулĕнче вĕренекен ачасем кашни кунах выляма хатĕрри пирки пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать, мĕншĕн тесен тăхтав вăхăтĕнче хура-шурă "теттесем" хăма çинче каллĕ те маллĕ куçаççĕ. Урока васкатакан шăнкăрав çеç чăрмантарать вĕсене.
         Акă, 8-11 класра вĕренекенсем хушшинче шашкăлла выляссипе ăмăрту пулса иртрĕ. Вăйă ертÿçи Тинюков Н.И. ачасене йĕрке пирки тепĕр хут аса илтерчĕ, ăнăçу сунчĕ.
Хĕрÿ ăмăртура чи маттуррисем 9 класри Наташа Чиркинапа Федя Анюров пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнсене Анатолий Нрти (8 класран) Снежана Сулагаева (10 класран) йышăнчĕç. Виççĕмĕшсем вара Максим Кариковпа (11 класран) Диана Чиркина (8б класран) пулчĕç.Çĕнтерÿçĕсене шкул линейкинче тăвăллăн алă çупса саламларĕç.