Сăкăт хĕрĕсем Мухтав хучĕсемпе таврăнчĕç.

          Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем сăвă -калав çырма-вулама питĕ юратаççĕ, районта иртекен сăвăçсен конкурсĕсене хутшăнмасăр юлмаççĕ. Апла çеç те мар, кашнинчех малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, Геннадий Айхи  халăх поэчĕ ячĕпе район шайĕнче иртнĕ сăвăçсен конкурсĕнче те пулчĕç пирĕн хĕрсем . Анюрова Алина (5 класс) Айхи сăввине пăхмасăр каласа 2-мĕш вырăн, Таймукова Карина (8б класс) Айхи куçарăвне пăхмасăр каласа  2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç, Мухтав хучĕсемпе таврăнчĕç.