Аван иртрĕ "Йĕлтĕр йĕрĕ "

                                                                                               Йĕлме йĕлтĕр,

 Йăлтăр-ялтăр!

          Ярăнма чĕнет пире!

                      "Йĕлтĕр йĕрне"- хутшăнар-и

            Хăрамасăр сивĕрен!

 

 Патăрьел районĕ. Сăкăт ялĕ. Шкул.  Çĕнĕ стадион. Нарăс сивви. Ыйхăллă сăнлă хĕвел.

Кăнтăрла тĕлнелле, çанталăк кăштах çемçеле пуçласан, йĕлтĕр сырнă ача -пăча, йĕлтĕр йăтнă яш-кĕрĕм стадиона пуçтарăнчĕç. Хĕл сиввинчен хăраканнисем çук кунта, маттуррисем, хăюллисем пуçтарăннă. Хаваслă вăйă-кулă, шăв-шав стадиона илем кÿрет.

 "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2012" спорт уявне уçса Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Толстов С.И. сăмах каларĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ. Шкул директорĕ Падусев А.В. спортсменсене саламларĕ. Уяв малалла тăсăлчĕ. Малтан кĕçĕннисем, унтан аслисем старта тăчĕç. Шкул ачисем хушшинче Кураков Николай, çамрăксем хушшинче Калькин Александр чи малтан финиша çитрĕç."Çăлкуç"ача сачĕн коллективĕ, шкул коллективĕ, ял Совечĕн ĕçченĕсем те "Йĕлтĕр йĕрĕ- 2012" уявра активлă пулчĕç. Ача садне çÿрекен тăватă çулхи Яна Тинюкова тата пĕрремĕш класра вĕренекен Никита Кузнецов "Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ" ята çĕнсе илчĕç. Спорт уявне хутшăнса йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă спортсменсем тав хучĕсемпе парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç.  "Йĕлтĕр йĕрĕ" аван иртрĕ.

 

Фоторепортаж