Чапаева халалланă урок

        Василий Иванович Чапаев çинчен аслă ăрури çынсем питĕ нумай пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем мĕн ачаран легендарлă герой çинчен кĕнеке-кино, хаçат-журнал урлă, атте-анне каласа панă тăрăх пĕлнĕ. Чапай тавçăрулăхĕпе паттăрлăхĕ пирки кĕске шÿтсем те (анекдотсем) сахал марччĕ. Арçын ачасем тата урамра вăрçăлла вылянă чухне пурте Чапай пулма кăмăллатчĕç. Паянхи çамрăк ăру пирки вара çакна калама йывăртарах. Саманине кура тĕллевсем те, ĕмĕт-шухăш те урăхланаççĕ. Чапаевпа Петька вырăнне ют çĕр-шывран килекен геройсем мала тухни шухăшлаттарать.
Граждан вăрçи геройĕ В.И.Чапаев çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 11 класĕнче (вĕрентекенĕ Тинюкова Надежда Климентьевна) "Пирĕн Чапай"ятпа литература урокĕ иртрĕ. Презентаци пăхнă май хĕрсемпе каччăсем В.И.Чапаев дивизи командирĕ çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç, уроксем хыççăн компьютерпа усă курса хаçат та кăларчĕç.Ан тив, ыттисем те вулаччăр та пĕлччĕр, хамăр çĕршывăн паттăр ывăлĕпе мухтанма пултарччăр.