Сăкăт шкулĕнче 11класра вĕренекенсем (вĕрентекенĕ Тинюкова Н.К.) Н.Терентьев чăваш халăх писателĕ çырнă "Пушар лаши" трагикомедипе паллашрĕç. Якку, Сталинград паттăрĕ, хăрах ураллă вăрçă инваличĕ пулин те, йывăрлăхра кирек кама та пулăшма хатĕр. Вăрçă вучĕ витĕр çĕнтерсе тухнă салтакăн килĕ-çурчĕ аçа çапнипе çунса каять,хуйхăпа мăшăрĕ вилет... Пĕрех пуçне усмасть Сталинград çулăмĕ ĕнтнĕ ватă салтак, çĕнĕ çурт лартать, малалла пурăнасшăн талпăнать.
Кунти сăнарсен шăпипе паллашнă май, ачасем Тăван çĕршывăн паттăр хули - Сталинград пирки те чарăнса тăчĕç. 1943 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче шăпах вăйлă çапăçусем пынă кунта. Сталинград патĕнче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатни пирĕн çĕршывшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки те калаçрĕç урокра вунпĕрмĕшсем. Çак аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунă мăн аслашшĕсене те аса илчĕç.