И.И.Медведева асăнса

«Тăван ялăм- савнă Сăкăт

Кунран кун илемлĕрех.

Темĕн чул иртсен те вăхăт:

Эсĕ пулăн чĕремрех…» -

шăранать çепĕç юрă Сăкăт ялĕнчи культура сурчĕн залĕнче. Сăкăт халăх хорĕ Медведев И.И. кĕвĕленĕ Сăкăт ялĕн гимнĕпе «Асăну каçне» пуçларĕ. Ырă сăмах каласа республикăри паллă артистсем, хăнасем, юлташĕсем, тăванĕсем Медведев И.И. пиртен уйрăлса кайнăранпа 3 çул çитнине асăнчĕç. Асăну каçĕнче Н.И.Медведевпа пĕрле тĕп хуламăртан килнĕ паллă халăх артисчĕсем Т.Гурьева, З.Лисицина., П.Васильев, И.И.Медведев кĕвĕленĕ юрăсене юрларĕç. Чăваш Республикин паллă эстрада юрăçи С.Владимиров «Ырă каç», «Манас çук» тата ытти юррисене юрласа ял халăхĕн пусăрăнчăк кăмăлне самаях çĕклентерчĕ.

И.И.Медведевăн пултаруллă та ырă ĕçĕсем манăçмĕç, унăн ырă сăнарĕ яланах халăх асĕнче пулĕ.