Конференци иртрĕ

Кăрлач уйăхĕн 12 –мĕш кунĕнче Сăкăт шкулĕнче « Наука. Пултарулăх. Аталану» конференци- фестиваль иртрĕ. Кунта пурĕ 6 шкул хутшăнчĕ. Алманчă, Кзыл-Камыш, Кзыл –Чишма, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Упи шкулĕсенчен пуçтарăннă ачасем хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, хÿтĕленчĕç. Пурĕ 13 секци ĕçлерĕ кунта. 60 ытла вĕренекен ăмăртрĕ конференцире. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсем парса чысларĕç, район шайĕнче иртекен фестивале хутшăнма ăнăçу сунчĕç.