Каникулăн хаваслă кунĕсем

 Сисмесĕрех Çĕнĕ çул уявĕсем те персе çитрĕç. Хĕллехи каникул кунĕсене шкул  ачисем хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Хĕл мучипе Юр пикен парнисемпе саламĕсем хыççăн кăмăл ырă паллах. Çанна тавăрса вĕреннĕ ачасен выляс та кулас, савăнас килет, уçă сывлăшра пулас килет. Кам килте ашшĕ-амăшне пулăшать е телевизор пăхса киленет, кам йĕлтĕрне сырать те юлташĕсем патне вĕçтерет, теприсем ушкăнпа шкулалла  васкаççĕ…