Раштав ячĕпе

Сăкăт шкулĕнче паян Раштав ячĕпе волейболистсен турнирĕ иртрĕ. Спорт ăмăртăвне Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.И.Толстов тата Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В.Падусев уçрĕç. Волейболистсен виçĕ ушкăнĕ те аван вылярĕ. Çĕнтерÿçĕсем Шупашкарта пурăнакан Сăкăт çамрăкĕсем пулчĕç. Иккĕмĕшсем  - Сăкăтри çамрăксем, виççĕмĕшсем вара – Патăрьелĕнче пурăнакан Сăкăт çыннисем. Красное Знамя» хуçалăх ертÿçи П.Н.Никифоров , Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн ертÿçи В.И.Глухов тата А.П.Муллин предприниматель спонсорсем пулăшнипе уяв тивĕçлĕ шайра иртрĕ.