Çĕнĕ шкула Çĕнĕ çул парни

Çĕнĕ çул  - парнеллĕ уявсенчен пĕри, мĕншĕн тесен Хĕл мучипе Юр пике пушă алăпа çÿремеççĕ, вĕсен кутамкки яланах туп-тулли. Сăкăт шкулне те вĕсем парнесемпе савăнтарчĕç: иреклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿрекен ачасем валли формăсем тата çамрăк хоккеистсем валли клюшкăсем илсе килчĕç. Сăкăт ачисемшĕн ырă ĕç тавакансем – ку шкултан вĕренсе тухнă выпускниксемех: Чернов Алексей Валерьевич, Чиркин Александр Анатольевич, Гусаров Юрий Александрович, Чиркин Евгений Владимирович, Ларионов Валерий Николаевич, Шакмаев Алексей Анатольевич, Мишин Михаил Георгиевич, Анюров Александр Петрович. Тăван шкул вĕсене чĕререн тав тăвать, Çĕнĕ çул ячĕпе саламлать.