Волейболла выляр-и?

Вуннăмĕшсен чи юратнă вăййи – волейбол. Пушă вăхăт тупăнсанах хĕрсемпе каччăсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ те , çăмăл тупă сетка урлă каллĕ те маллĕ вĕçме тытăнать.                            

Акă халĕ те вĕсем волейболах суйласа илчĕç. Сывлăх кунĕ ачасемшĕн усăллă пулчĕ тесе шутлать класс ертÿçи Н.И.Тинюков, Çĕнĕ çул уявĕнче тутлă та пылак çимĕçсемпе сăйланнă хыççăн спортпа туслăрах пулни питех те кирлĕ.