Конференцие хатĕрленетпĕр

 Вырăс чĕлхипе литературине юратакансем каникул кунĕсенче те çывăх вăхăтра иртекен наукăпа творчество конференцине хатĕрленчĕç. Акă, 8 класри Таймукова Карина вырăс литературин секцине хутшăнма кăмăл тăвать. Çавна май вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Ф Ёлкинапа пĕрле суйласа илнĕ темăна  тепĕр хут пăхса тухса презентации хатĕрлерĕç, хаçат кăларчĕç – наука ĕçне анлăлатрĕç, пĕтĕмлетрĕç.