Каток çинчен ача-пăча татăлмасть

Ял çамрăкĕсем тăрăшнипе шывпа сапса каток турĕç Сăкăтра. Халь вара иртен пуçласа каçченех «хурçă  утсен» сасси  чăр та чар. Ял варринчи каток çинчен ача-пăча татăлмасть. Хоккейла та выляççĕ, тинрех коньки çине тăнисем ярăнма вĕренесшĕн тапаçланаççĕ…Ачисемпе пĕрле хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ те коньки  йăтса çутă  пăр çине çитсе канма-савăнма васкать. Раштав уявĕн кунĕсем çемьепе пĕрле канма питех те меллĕ-çке.