Каникулта - стадионта

Ачасемшĕн каникул "кан тата кул" тенĕн туйăнать. Паллах, ăçта кану, унта вăйă-кулă. Анчах ку çеç те мар иккен. Сăкăт шкулĕнчи спортсменсем, акă, паян ирех шкул стадионне пуçтаранчĕç. Кÿршĕ ялсенчи шкул ачисемпе футболла  вылясшăн. Хăнасем те нумай кĕттермерĕç, калаçса татăлнă вăхăта вĕçтерсе те çитрĕç. Алманчă, Тутар Сăкăт, Патăрьелĕнчи 1-мĕш номерлĕ  тата Сăкăт шкулĕсенчи маттур футболистсем çумăр вĕтĕртетнине пăхмасăрах шкул стадионĕнче футболла вылярĕç.

Хĕрÿ ăмăрту нумая тăсăлчĕ, апла пулин те вăйсем тан пулни палăрчĕ. Туслăх çĕнтерчĕ.

 

Фоторепортаж