Информаци кунĕ - Сăкăт шкулĕнче

Авăн, 21. Сăкăт шкулĕ. Шкулта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ шкул залĕнче пуçтарăнчĕç. Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.И.Глуховпа пĕрле Чăваш Республикин харпарлăх тата çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен министрĕ С.А.Енилина, "Букет Чувашии" фирмăн ертÿçи О.В. Мешков ял çыннисем умĕнче тăракан йывăрлăхсене татса памалли ыйтусем тата ял пурнăçне лайăхлатмалли майсем пирки калаçрĕç.