Уроксем хыççăн

Çуллахи каникул хыççăн ачасем хавас кăмăлпах партăсем хушшине ларчĕç.Уроксенче ăс пухни кăна çителĕксĕр тесе шутлаççĕ Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем. Халĕ шкулта творчествăлла пултарулăха аталантарма майсем çителĕклĕ. Ачасем тĕрлĕ кружоксене çÿреме пуçларĕç те ĕнтĕ. Çамрăк ÿнерçĕсем сăрри-кăранташĕсене йăтса Е.П.Мишинапа В.А.Горбунов вĕрентекенсем патне васкаççĕ.