Пĕрремĕшсемшĕн ку хăтлă çуртра пурте çĕнĕ: класĕ те, япалисем те, çыннисем те... Ку вĕр-çĕнĕ шкул ачисен ертÿçи - Ильина Валентина Николаевна. "Кам вăл шкул ачи? Унăн хайне епле тытмалла? Лайăх вĕренес тесен мен тумалла?" - çĕр тĕрлĕ ыйту. Çак кунсенче ачасем шкулпа паллашрĕç.
Шкулпа паллашаççĕ
Авăн уйăхĕ пуçланчĕ те, акă, кашни ирех шăнкăрав ачасене урока йыхăрать. Капăр, çĕнĕ шкула ачасен кăна мар, аслисен те чун туртать.Çамрăк ашшĕ-амăшĕ пĕрремĕш класа каякан хĕрне е ывăлне шкул хапхи патнех ăсатса хăварать, шкул çинелле кăмăллăн та ăшшăн пăхкалать.