Ял уявĕ хаваслă иртрĕ

Çумăрĕ çăвин те çумин -

Ака пĕтнĕ -тĕк, эппин,

Ял уявне ирттерес -

Пур халăха пĕлтерес!

Ача -пăча, яш-кĕрĕм, вăйпитти те, ватти те - сăкăтсем ял уявне ирттерме культура çуртне пуçтарăнчĕç.   Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.И. Толстов, "Красное Знамя "хуçалăх ертÿçи П.Н.Никифоров ял халăхне уяв ячĕпе саламларĕç, ĕçре малта пыракансене парнесемпе чысларĕç. Ял уявне ятарласа килнĕ хăнасем О.В.Евграфов доцент, экономика наукисен кандидачĕ, С.П.Толстов юрăçă-композитор, Н.Д.Ларионов журналист, Н.А.Тинюков Патăрьелĕн тĕп больница заведующийĕ те ентешсене çурхи ĕçсем чипер вĕçленнĕ ятпа саламларĕç, çирĕп сывлăх, çитĕнÿсем сунчĕç.

Уяв кĕрекинче чи сумлă та хисеплĕ вырăнта Патăрьел район администрацийĕн  ертÿçи Николай Иванович Глухов пулчĕ. "Сăкăт ялĕн хисеплĕ çынни" тесе ылтăн тĕспе шăрçаланă хĕрлĕ пурçăн хăю Сăкăтăн маттур та пултаруллă ывăлĕн хул пуççийĕ урлă мăнаçлăн выртрĕ.   

Хаваслă уява ашшĕ-амăшĕпе пĕрле шкул ачисем те хутшăнчĕç: сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. 

Фоторепортаж