Эрне хаваслă та усăллă иртрĕ

 Тăван чĕлхене суйламаççĕ.

  Суйлас пулсан та ăна

     Эп илĕттĕмччĕ суйласа,

          Тăван чĕлхемĕмçĕм, сана!

Сăкăт шкулĕнче Чăваш чĕлхи эрни Иван Яковлевпа Геннадий Волков аслă вĕрентекенсен тата Юхма Мишши чăваш халăх çыравçин ячĕсемпе иртрĕ. Презентацисем, çыравçăсене халалланă уроксем, викторинăсем, кĕнеке выставкисем пулчĕс ку эрнере. «Асамлăх тĕнчинче» конкурс та питĕ хаваслă иртрĕ.

Эрне вĕçĕнче Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем Юхмапа уяв-тĕлпулу ирттерчĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем хамăр ентешĕн сăввисене пăхмасăр илемлĕ каларĕç. Вăтам классенче вĕренекенсем унăн калавĕсем тăрăх сценкăсем хатĕрлерĕç. Сăкăтри пуканесен театрĕ Юхма Мишши çырнă «Итлемен чăх чĕппи» юмаха лартса пачĕ.

Хисеплĕ хăнасем хушшинче Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. И. Глухов та пулчĕ, юбиляра тав сăмахĕ каласа ăшшăн саламларĕ. Сăкăт ял пуçлăхĕ  С. И. Толстов, Сăкăт шкулĕн директорĕ А. В. Падусев та писателе юбилей ячĕпе саламларĕс, çирĕп сывлăх сунчĕç.

Чăваш чĕлхи эрни «Чĕвĕлти чĕкеç -11» вăйă-конкурсра çĕнтернĕ вĕренекенсене чысланипе вĕçленчĕ. Ку мĕн пур чăваш ачисен ăмартăвне Сăкăт шкулĕнчи 24 ача хутшăннă, вĕсенчен 17-шĕ диплом илме тивĕçлĕ пулнă.