Пирĕн вĕрентекенсем - конкурсантсем

"Чăн-чăн ертÿçĕ" - çак ята Сăкăт шкулĕнче вĕрентекенсем кашни çулах çĕнсе илеççĕ. Кăçал та хутшăнчĕç сăкăтсем ăмартăва - икĕ Анюрова (пĕри - Алевтина Владимировна, тепри - Елена Валерьевна) районти ĕçтешĕсемпе тупăшрĕç. Кĕçĕн классен учительници Анюрова А.В.хăйĕн программине хÿтĕлесе малти вырăна тухма пултарчĕ.Çитĕнÿ тунă ятпа саламлас килет чăн-чăн ертуçĕ вĕрентекене.