"Ырă туни çухалмасть!"

"Ырă туни çухалмасть!" - çапла йыхравлă ятпа иртрĕ çурхи ырă ĕçсен эрни Сăкăт шкулĕнче.Ултă -çичĕ кунлăх палăртнă ĕçе пурнăçлама тăрăшрĕç ачасемпе вĕренекенсем. Уроксенче те, класс тулашĕнчи ĕçсенче те калаçу Ырă çинчен çеç пулчĕ. "Эрех-сăра сиенĕ", "Пĕр-пĕринпе тату пулар", ."Вăйсăррисене пулăшма васка" темăсемпе аслă классенче калаçусем иртрĕç. "Ырă сăмах калакан - асамлă туяллă пулакан" ăмăрту çиччĕмĕшсене питĕ килĕшрĕ. Улттăмĕшсем вара кĕске калавсем тăрăх ÿкерчĕксем ăсталарĕç. Тимур командисем уроксем хыççăн ватăсене пулăшма васкарĕç, Аслă уяв - Мăн кун тĕлне тасатмалли, тирпейлемелли ĕç те чылай пулчĕ. Шкул таврашне тирпей-илем кÿрессине, палăк таврашĕнчи ĕçсене çурхи шыв чăрмавне пула çитес эрне валли палăртса хучĕç Сăкăт ачисем. Çанталăкĕ çеç лайăх пултăр, ан чăрмантартăр.

Ырă ĕçсен эрни малалла тăсалать-ха эппин!