Чăваш енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем çинчен

Ака уйăхĕн 12-мĕш кунĕнче В.Н.Тестова библиотекарь ертсе пынипе " Чăваш енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем" презентаци иртрĕ. Ăна Чăваш çĕршывĕнчен тухнă А.Николаев, М.Манаров, Н.Бударин космонавтсене халалланă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ çак ĕç усăллă пулчĕ, ачасем космонавтсем çинчен çĕннине нумай пĕлчĕç.