Космоса халалланă конкурс

Сăкăт шкулĕн библлиотекинче час-часах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Космонавтика кунне халалласа кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. В.Н.Тестова библиотекарь ачасен активлăхне палăртса хăварчĕ.Тĕрлĕ ÿкерчĕксем хушшинче Андриян Никопаева халалланă ĕçсем ытларах пулчĕç, ачасем хамăр ентеш космонавтăн пурнăçĕпе интересленни савăнтарчĕ. Çамрăк художниксем пурте Тав хучĕ илме тивĕçлĕ пулчĕç.